Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хисеп ячӗ (Морфологи, СЛПЧЧС)

Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ


Хисепе кӑтартакан, япаласен шутласа кайнӑ чухнехи йӗркине, ӗҫ миҫе хут пулнине пӗлтерекен сӑмахсене хисеп ячӗсем теҫҫӗ.
УшкӑнсемТӗслӗхсем
1.Тулли хисеп ячӗсемпӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, пиллӗк, вуннӑ, ҫирӗм, хӗрӗх, аллӑ, ҫӗр, икҫӗр, пин
2.Вак хисеп ячӗсемҫурӑ, чӗрӗк;
пӗрре виҫҫӗмӗш, иккӗ ҫиччӗмӗш, тӑваттӑ тӑххӑрмӗш

Хисеп ячӗсен формисем

Мӗнле формӑсем<<>>Ыйтӑвӗ<<>>Тӗслӗхсем<<
1. Шут хисеп ячӗмиҫе?а) атрибутивлӑ: пӗр, ик(ӗ), виҫ(ӗ), тӑват(ӑ),улт(ӑ), вун(ӑ)
ӑ) субстантивлӑ: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ, ҫиччӗ, вуннӑ
2. Йӗрке хисеп ячӗмиҫемӗш?пӗрремӗш, иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш, улттӑмӗш, вуннӑмӗш, вӑтӑрмӗш
З. Валеҫӳ хисеп ячӗмиҫешер?пӗрер, икшер, виҫшер, тӑватшар, ҫӗршер, икҫӗршер е икшер ҫӗр, сакӑр пиншер е сакӑршар пин
4. Хисеп ячӗсен сӑпатлӑ формимиҫен?иксӗмӗр, иксӗр, иккӗшӗ, виҫсӗмӗр, виҫсӗр, виҫҫӗшӗ, ҫичсӗмӗр, ҫичсӗр, ҫиччӗшӗ
5. Пӗтӗмлетӳ хисеп ячӗмиҫен?пӗччен, иккӗн, виҫҫӗн, тӑваттӑн, вуннӑн, вӑтӑрӑн
6. Валеҫӳ-пӗтӗмлетӳ хисеп ячӗмиҫешерӗн?пӗрерӗн, икшерӗн, виҫшерӗн, тӑватшарӑн, ҫирӗмшерӗн, пиншерӗн

Хисеп ячӗсен сӑпат формин вӗҫленӗвӗ


>>Сӑпатсем Падежсем<<>>1-мӗш сӑпат<<>>2-мӗш сӑпат<<>>3-мӗш сӑпат<<
Тӗпвиҫсӗмӗрвиҫсӗрвиҫҫӗшӗ
Камӑнлӑхвиҫсӗмӗрӗнвиҫсӗрӗнвиҫҫӗшӗн
Парувиҫсӗмӗревиҫсӗревиҫҫӗшне
Вырӑнвиҫсӗмӗртевиҫсӗртевиҫҫӗшӗнче
Тухувиҫсӗмӗртенвиҫсӗртенвиҫҫӗшӗнчен
Пӗрлӗлӗхвиҫсӗмӗрпевиҫсӗрпевиҫҫӗшпе
Ҫуклӑхвиҫсӗмӗрсӗрвиҫсӗрсӗрвиҫҫӗшсӗр
Пиркевиҫсӗмӗршӗнвиҫсӗршӗнвиҫҫӗшшӗн

>>Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ>>


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-23 19:30:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6185 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем